Инкеклӗ лару-тӑру министерствин Чӑваш Енри тӗп управленийӗн пуҫлӑхӗ Станислав Антонов ака уйӑхӗнче отставкӑна кайни пирки хыпарланӑччӗ. Вӑл ку должноҫре 11 ҫул ӗҫленӗ.
Ведомствӑна вӑхӑтлӑха кам ертсе пынине палӑртнӑ. Вӑл – Алексей Струженков, пуҫлӑхӑн пӗрремӗш ҫумӗ.
Алексей Струженков Инкеклӗ лару-тӑру министерствин Чӑваш Енри тӗп управленине 2019 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче ӗҫлеме килнӗ. Вӑл хӑй Смоленскра 1978 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 24-мӗшӗнче ҫуралнӑ. 2000-2017 ҫулсенче Смоленск облаҫӗнчи ҫак ведомствӑра тӗрлӗ должноҫре ӗҫленӗ, 2019 ҫулта Инкеклӗ лару-тӑру министерствин Чӑваш Енри тӗп управленийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлама пуҫланӑ.
Федерацин суд приставӗсен службин Чӑваш Енри управленийӗ тӗп суд приставӗсӗр юлнӑ. Нумайлӑха мар паллах. Ҫветтуй вырӑн пушӑ пулмасть теҫҫӗ мар-и?
Тутарстанра республикӑн ҫӗнӗ тӗп суд приставӗпе паллаштарнӑ. Кун пирки «Rt-online» хыпарланӑ. Асӑннӑ республикӑри ҫав должноҫе 41 ҫулти Анвар Закиров, Тутарстан ҫынни, йышӑннӑ. Унччен вӑл 2018 ҫулхи раштав уйӑхӗнченпе пирӗн республикӑра ӗҫленӗ.
Тутарстанӑн тӗп суд приставӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан ҫынпа регион пуҫлӑхӗ Рустам Минниханов Правительство ҫуртӗнче эрнесерен ирттерекен ӗнерхи планеркӑра паллаштарнӑ. Закиров 2018 ҫулта Федерацин суд приставӗсен службин Тутарстанри управленийӗнче пуҫлӑхӑн ҫумӗ пулса тӑрӑшнӑ, кайран вӑл пирӗн республикӑна куҫнӑ.
Инкеклӗ лару-тӑру министерствин пуҫлӑхӗ Станислав Антонов отставкӑна кайнӑ текен сас-хура тухнӑ. Чӑнах та, ведомство сайтӗнчи структурӑра унӑн ячӗ ҫук. Ку тивӗҫе ун вырӑнне кам пурнӑҫлани пирки те ҫырман унта.
Станислав Антонова ӗҫрен ярасси пирки калакан хушу та ҫук, ӑна Раҫҫей президенчӗ Владимир Путин алӑ пуман.
Палӑртса хӑварар: Станислав Антонов пирӗн тӑрӑха киличчен Пенза облаҫӗнчи Инкеклӗ лару-тӑру министерствин пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ пулнӑ. Чӑваш Енри ведомствӑна 2009 ҫулта ертсе пыма пуҫланӑ.
Чӑваш Ен Элтеперӗн Администрацийӗн Ертӳҫин тивӗҫӗсене пурнӑҫлама ҫӗнӗ ҫынна шаннӑ. Ку тилхепене Вячеслав Борисова тыттарнӑ. Ҫакӑн ҫинчен калакан хушӑва Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев ӗнер алӑ пуснӑ.
Вячеслав Борисова предприяти-организацисен ертӳҫисем, влаҫ тытӑмӗнче ӗҫлекенсем питех те лайӑх пӗлеҫҫӗ. Вӑл Федерацин монополипе кӗрешекен службин республикӑри управленийӗн пуҫлӑхӗ пулса 2008 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 2-мӗшӗнченпе ӗҫлерӗ.
Вячеслав Борисов 1972 ҫулта Хӗрлӗ Чутай районӗнче ҫуралнӑ. Виҫӗ хутчен аслӑ пӗлӳ илнӗ, ҫав шутран пӗри — юридици. Экономика наукисен кандидачӗ. Чӑваш Ен пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗн ҫумӗ, Федерацин Финанс енчен сыватакан тата панкрутлӑх енӗпе ӗҫлекен службӑн Чӑваш Енри органӗн ертӳҫи, транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министрӗ пулнӑ.
Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн Социаллӑ политика тата наци ыйтӑвӗсем енӗпе ӗҫлекен комитечӗн ларӑвӗнче паян Чӑваш Енри ачасен правине хӳтӗлекен Елена Романова (Сапаркина) ыйтса ҫырнине пӑхса тухассине тӗнче тетелӗнчи «Правда ПФО» хаҫат пӗлтернӗ.
Елена Романова хӑй кӑмӑлӗпе отставкӑна каясси пирки ҫырнӑ-мӗн. Комитет ларӑвӗ паян 14 сехетре пуҫланнӑ.
Елена Романова Чӑваш Енри ачасен правине хӳтӗлес енӗпе 2017 ҫултанпа ӗҫлерӗ. Анчах хӑш-пӗрисем шухӑшланӑ тӑрӑх, вӑл ҫак должноҫре питех хастар пулман, хӑй тӗллӗн татӑклӑ йышӑнусем тума тытӑнса тӑнӑ. Унччен ҫав вырӑнта Вячеслав Рафинов ӗҫленӗччӗ. Елена Романова Чӑваш Ен Элтеперӗ пулнӑ Михаил Игнатьевӑн арӑмӗн тӑванӗн хӗрӗ тесе сӑмахлатчӗҫ.
Паян ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев 115-мӗш номерлӗ Хушӑва алӑ пуснӑ. Унта палӑртнӑ тӑрӑх, ЧР промышленноҫ тата энергетика министрӗ Александр Доманин ӗҫрен хӑйӗн ирӗкӗпе кайнӑ.
Палӑртмалла: ҫӗнӗ министерствӑна кӑҫал нарӑсӑн 6-мӗшӗнче туса хунӑ. 2010 ҫултанпа унашкал ведомство республикӑра пулман. Малтанах Промышленноҫ тата энергетика министерствине Игорь Воропаев ертсе пынӑ, анчах тепӗр эрнеренех ертӳҫӗ улшӑннӑ – «Чӑвашкредитпромбанкӑн» экс-пуҫлӑхӗ Александр Доманин йышӑннӑ.
Хальлӗхе министр тивӗҫӗсене Сергей Лекарев пурнӑҫласа пырӗ. Вӑл – министр ҫумӗ, «Чӑвашавтодор» панкрута тухиччен тӗп директорӑн пӗтӗмӗшле ыйтусемпе ӗҫлекен ҫумӗ пулнӑ.
Паян унччен ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗ пулнӑ Владимир Викторова Шупашкар районӗн пульницин тӗп тухтӑрне лартнӑ. Сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Владимир Степанов ушкӑна ҫӗнӗ тӗп тухтӑрпа паллаштарнӑ.
Владимир Викторов 1999-204 ҫулсенче Шупашкар районӗн пульницинче ӗҫленӗ ӗнтӗ. Вӑл ун чухне стоматологи уйрӑмне ертсе пынӑ. 2004 ҫулта ӑна Хулари 2-мӗш стоматологи поликлиникин тӗп тухтӑрне лартнӑ. Тепӗр ҫул Хулари стоматологи поликлиникине ертсе пыма тытӑннӑ. 2015 ҫулта вӑл стоматологи специальноҫӗпе диссертаци хӳтӗлесе медицина ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ пулса тӑнӑ.
Владимир Викторов 2017 ҫулхи пуш уйӑхӗнчен пуҫласа кӑҫалхи нарӑсӑн 10-мӗшӗччен ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗ пулнӑ.
Унччен ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерствине ертсе пынӑ Алла Самойловӑна Росздравнадзор пуҫлӑхне лартнӑ. Хушӑва РФ премьер-министрӗ Михаил Мишустин ака уйӑхӗн 9-мӗшӗнче алӑ пуснӑ.
Палӑртмалла: Алла Самойлова 201 ҫулхи юпа уйӑхӗнчен пуҫласа 2017 ҫулхи нарӑсчен ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗ пулнӑ. 2018 ҫулта вӑл Росздравнадзорта ӗҫлеме пуҫланӑ, ертӳҫӗн канашҫи пулнӑ. Кӑҫалхи пуш уйӑхӗнче ӑна РФ Сывлӑх сыхлавӗн министерствин Проект ӗҫен департаменчӗн ертӳҫине лартнӑ. Ку ведомствӑна пӗлтӗрхи ака уйӑхӗнче министерствӑсен нацпроекчӗсене тата проекчӗсене мӗнле пурнӑҫланине тӗрӗслеме йӗркеленӗ.
Паян Чӑваш Ен финанс министрӗн ҫумӗ пулма Игорь Смирнова ҫирӗплетнӗ. Ку должноҫе Смирнов унччен те йышӑннӑ. 2013-2014 ҫулсенче министерствӑра ӗҫленӗ вӑл. Ун чухне министр пулса Михаил Ноздряков тимленӗ. Ведомствӑна Светлана Енилина ертсе пыма тытӑнсан 2014 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче Игорь Смирнова министр ҫумӗн должноҫӗсӗр хӑварнӑ, управлени пуҫлӑхӗ пулма ҫеҫ шаннӑ.
Ӗнер Чӑваш Ен финанс министрӗн ҫумне Ирина Крыловӑна ӗҫрен кӑларнӑ.
ЧР финанс министрӗн Михаил Ноздряковӑн халӗ тӑватӑ ҫум – Ольга Метелева, Галина Павлова, Павел Иванов тата Игорь Смирнов.
Ҫӗмӗрле хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Григорьев отставкӑна кайнӑ. Кун пирки хула администрацийӗн сайтӗнче хыпарланӑ.
58 ҫулти Алексей Григорьев ӗҫрен яма ыйтса ҫырнӑ заявление Ҫӗмӗрле хулин депутатсен пухӑвӗн ларӑвӗнче пӑхса тухнӑ. Ҫапла майпа вӑл пуш уйӑхӗн 18-мӗшӗнчен Ҫӗмӗрле хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ шутланмасть.
Вӑл ку тивӗҫе 2017 ҫулхи юпа уйӑхӗнче пурнӑҫлама тытӑннӑ. Хальлӗхе унӑн тивӗҫӗсене пуҫлӑхӑн экономика тата финанс ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен ҫумӗ, финанс пайӗн пуҫлӑхӗ Елена Туличева пурнӑҫлать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.07.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 28 - 30 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ҫулӗҫ Анатолий Степанович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Фролов Андрей Игнатьевич, Вӑтам Азире Совет влаҫӗшӗн кӗрешекен вилнӗ. | ||
| Чӑваш облаҫӗн РКП(б) комитечӗ ӗҫлеме пуҫланӑ. | ||
| Кузьмин Афиноген Иванович, литература тӗпчевҫи, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |